ВАТТИСЕН СĂМАХĔСЕМ/ЧУВАШСКИЕ ПОСЛОВИЦЫ И ПОГОВОРКИ

просмотров: 13483ЧУВАШСКИЙ НАРОД

Ваттисен сӑмахӗсем (с сайта: http://as.chv.su/)

Ваттисен сăмахĕсем — ламран лама куçса пыракан сăнарлă сăмахсем. Вĕсем шухăша кĕскен те çивĕччен, ытарлăн палăртаççĕ. Ваттисен сăмахĕсенче халăхăн кун-çулĕ, ăс-хакăлĕ, шухăшлавĕ, тĕнчекурăмĕ ӳкерĕннĕ.

Ваттисен сӑмахӗсем

Вӑхӑт — Талккӑш

Кашни чечекӗн хӑйӗн вӑхӑчӗ. ЧР, Шупашкар районӗ, Пӗчӗк Сӗнтӗр, В.П. Станьялтан ҫырса илнӗ. — Терентьева О.Н. килти архивӗ

Вӑкӑр ҫӑмартине тилӗ ҫичӗ ҫул сыхланӑ. ЧПГӐИ ӐА, III, 53, 437, 66 с.

Вӑхӑтра тӳленӗ парӑм кивҫен ыйтма вӑй парать. ЧПГӐИ ӐА, III, 311 (1), 137 с.

Сӑмах — Чӗнменлӗх

Ыр сӑмахӑн ҫулӗ ылтӑн. ЧПГӐИ ӐА, III, 311 (5), 1206 с.

Тӗрӗс каланӑ сӑмах пӗр ылтӑн, вӑхӑтра каланӑ сӑмах хӑй ылтӑн. ЧПГӐИ ӐА, III, 311 (3), 830 с.

Ана мӑянсӑр мар, сӑмах суясӑр мар. ЧПГӐИ ӐА, III, 311 (1), 33 с.

Тутӑ — Выҫӑ

Ҫӑкӑр халӑх пуянлӑхӗ, ӑна упрама пӗлес пулать. ЧР, Муркаш районӗ, Юнкӑпуҫ, И.Н. Крыловӑран ҫырса илнӗ. — Терентьева О.Н. килти архивӗ

Час-часах черкке енне пӑхсан часах пуҫна та ҫухатӑн. Чӑваш хӗрарӑмӗ. 1998. Юпа, 17.

Тутти ҫын выҫҫине курмасть, питти ҫын ҫӗтӗкне курмасть. ЧПГӐИ ӐА, III, 311 (3), 880 с.

Хӑвӑн — Ҫыннӑн

Ҫынна парӑм парассипе ватта юрасси пек йывӑрри ҫук. ЧПГӐИ ӐА, III, 53, 437, 359 с.

Ҫын хуйхи ҫил ҫинче. ЧПГӐИ ӐА, III, 311 (3), 772 с.

Ҫын аллинчи кукӑль сӑмси пысӑк курнать теҫҫӗ. Ашмарин. Чӑваш сӑмахӗсен кӗнеки, XI, 254 с.

Килти чӗрчун — Тискер чӗрчун

Выльӑхпа выльӑх та пӗр тан мар. ЧПГӐИ ӐА, III, 311 (1), 162 с.

Выльӑх апатсӑр пурӑнмасть. Мес, 1912, 30 с.

Алӑ ҫемӗн выльӑххи. ЧПГӐИ ӐА, III, 53, 437 14 с.

Ирӗклӗх — Кирлӗлӗх

Ку тӗнчере пурне те ирӗк панӑ. ЧПГӐИ ӐА, III, 53, 437, 206 с.

Мӗн пуласси пулӗ, мӗн килесси килӗ. ЧПГӐИ ӐА, III, 311 (2), 412 с.

Ирӗк шыракан хӗсӗк тупнӑ. ЧПГӐИ ӐА, III, 311 (1), 236 с.

Телей — Асап

Инкек ӗнсе хыҫӗнчех. Романов пухса хатӗрлени (1960), 42 с.

Телейлисен тенкелӗ те ылтӑн. ЧПГӐИ ӐА, III, 311 (3), 811 с.

Телей качака мар, мӑйракинчен тытма ҫук. ЧПГӐИ ӐА, III, 311 (3), 810 с.

Тӑван ҫӗр — Ют ҫӗр

Ют ҫын тути — юн тути, тӑван тути — пыл тути. Ашмарин. Ваттисем каланӑ сӑмахсем (1925), 18 с.

Ялти халапа киле пырса ан кала, килти халапа яла кайса ан кала. Месарош Д. Чӑваш халӑх сӑмахлӑхӗн пуххи (1912), 5 с.

Хурӑнташ умне хуплу хур. ЧПГӐИ ӐА, III, 311 (4), 1052 с.

Ырӑ — Усал

Усал кутне ҫуласан та юраймӑн. И.А. Патмар пухса хатӗрлени 5, 53 с.

Усал ҫын аван ҫынна кирек мӗн айӑп тупса айӑплать теҫҫӗ. ЧПГӐИ ӐА, III, 53, 437, 436 с.

Пӗр усалӑн тирне ҫиччӗн сӗвеймен тет. ЧПГӐИ ӐА, III, 311 (2), 489 с.

Арҫын — Хӗрарӑм

Усал арҫынпа ырӑ хӗрарӑм та усала тухать, ырӑ арҫын ҫинче усал хӗрарӑм та ырах пулать. Ашмарин. Ваттисем каланӑ сӑмахсем (1925), 12 с.

Хӗрарӑм ӑсне шанма ҫук. ЧПГӐИ ӐА, III, 311 (4), 1010 с.

«Эпӗ кирек ӑҫтан ҫӳрем, кин, эс пӗр хӑмапа ут», — тесе калать тет хуняма. ЧПГӐИ ӐА, III, 218, 1864, 143 с.

Атте-анне — Ача-пӑча

«Хам ҫисессӗн, кӑшт ҫисен те тӑраннӑ пек туйӑнать», — тесе калать тет пӗчӗк ача. ЧР, Вӑрнар районӗ, Мӑн Элмен, Н.Г.Ильинаран ҫырса илнӗ. — Терентьева О.Н. килти архивӗ

«Кӗпене сутса шыв ӗҫӗттӗм», — тесе калать тет пӑчӗк ача. Чӑваш тӗнчи: Чӑваш халӑх каларӑшӗсем (2003) 17 с.

Алри ача — ачаш ача, ҫиччӗри ача — ҫивчӗ ача, ҫиччӗрен иртсен — ака ачи. ЧПГӐИ ӐА, III, 311 (1), 29 с.

Пурнӑҫ — Вилӗм

Пурнӑҫ хытти — ҫӑкӑр ҫемҫи. ЧПГӐИ ӐА, III, 311 (2), 537 с.

Пурнӑҫ вӑл тӑхӑр хутчен кутне кӑтартать те пӗр хутчен ҫех питне кӑтартать. ЧПГӐИ ӐА, III, 311 (2), 532 с.

Ансат пурнӑҫ та йывӑрпа пулать. ЧПГӐИ ӐА, III, 311 (1), 36 с.

Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх

Ӗнсе хыҫнипе ӗҫ пулмасть. Романов пухса хатӗрлени (1960), 83 с.

Кайма ӳркенмен пырне тӑрантарнӑ. Ашмарин. Ваттисем каланӑ сӑмахсем (1925), 23 с.

Аллуна ирӗк парӑн — пуҫна хӗсӗке ярӑн. ЧПГӐИ ӐА, III, 311 (1), 28 с.

Паракан — Илекен

Укҫа вӑл хупах ҫулҫи мар. ЧПГӐИ ӐА, III, 311 (4), 897 с.

Ятне хуман ача макӑра пулать. ЧПГӐИ ӐА, III, 53, 437, 141 с.

Укҫа айӑкран тӗкмест. ЧПГӐИ ӐА, III, 311 (4), 896 с.

Чӑвашсем — Ытти халӑхсем

Вырӑсла пӗлместӗп, чӑвашла маннӑ. И.А. Патмар пухса хатӗрлени 2, 36 с.

Тутар тутанса пӑхмасӑр ӗненмест, чӑваш тытса пӑхмасӑр ӗненмест. ЧПГӐИ ӐА, III, 311 (3), 874 с.

Чӑваша маннӑ чӑваш — ҫухалнӑ пуртӑ аври. ЧПГӐИ ӐА, III, 311 (4), 1082 с.

Ҫамрӑклӑх — Ватӑлӑх

Аслисем килте чух кӗҫӗннисем шарламаҫҫӗ. ЧПГӐИ ӐА, III, 311 (1), 56 с.

Ача ӳкет — айӗнче минтер тейӗн, ватӑ ӳкет — айӗнче сӳре тейӗн. ЧПГӐИ ӐА, III, 311 (1), 69 с.

Аслӑк ҫинче авӑн ҫапаймӑн, аслине кӗҫӗне хураймӑн. ЧПГӐИ ӐА, III, 311 (1), 54 с.

5535Тӗнче тытӑмӗ 1273Чӗрӗ япала — Чӗрӗ мар япала 823Вӑхӑт — Талккӑш 761Ырӑ — Усал 568Сӑмах — Чӗнменлӗх 560Ирӗклӗх — Кирлӗлӗх 515Пулӑм — Ӑнтлӑх 437Телей — Асап 310Тытӑм — Хапа 171Ку тӗнче — леш тӗнче 117Юрату — Курайманлӑх

3244Ҫын, халӑх 410Чӑвашсем — Ытти халӑхсем 404Хӑвӑн — Ҫыннӑн 305Пуянлӑх — Чуханлӑх 267Ӑс — Ухмахлӑх 207Ырӑ енсем — Ҫитменлӗхсем 204Сывлӑх — Чир-чӗр 166Пӗлӳ — Пӗлменлӗх 133Тӗн — Тӗшмӗш 129Илемлӗх — Нӗрсӗрлӗх 114Пӗчченли — Ушкӑнли 112Чеелӗх — Айванлӑх 107Хуҫа — Тарҫӑ 82Тӳрӗлӗх — Вӑрӑ 74Чӑнлӑх — Суялӑх 71Килӗшӳ — Харкашу 69Мухтанчӑклӑх — Сӑпайлӑх 57Тӗрӗслӗх — Йӑнӑш 56Чыслӑх — Чыссӑрлӑх 53Хӑюлӑх — Хӑравҫӑлӑх 52Сӑваплӑх — Ҫылӑх 51Туслӑх — Тӑшманлӑх 35Айӑплӑх — Айӑпсӑрлӑх 28Салтак — Таркӑн 27Вӑй — Вӑйсӑрлӑх 22Шанчӑк — Шанчӑксӑрлӑх 9Ӗненӳ — Иккеленӳ

2536Кил-йыш 481Арҫын — Хӗрарӑм 438Тутӑ — Выҫӑ 432Атте-анне — Ача-пӑча 389Тӑван ҫӗр — Ют ҫӗр 327Ҫамрӑклӑх — Ватӑлӑх 243Каччӑ — Хӗр 123Авланасси — Качча каясси 103Йӑла-йӗрке

1431Ӗҫ-хӗл 713Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх 449Паракан — Илекен 59Килен — Каян 52Ӗҫлекен — Ҫиекен 44Выртан — Ҫӳрен 35Куран — Курман 28Ӗҫ тӗллевӗсем — Ӗҫ хатӗрӗсем 28Шыракан — Тупакан 23Аптраман — Аптракан

1030Пулӑмсен ҫыхӑнӑвӗ 191Сӑлтав — Сӑлтав хыҫҫӑнхи 123Йӗркелӗх — Ӑнсӑртлӑх 102Пуҫӗ — Вӗҫӗ 83Пысӑк — Пӗчӗк 76Лайӑх — Начар 60Пӗр — Темиҫе 54Ҫӗнни — Кивви 51Май килни — Чӑн пурри 49Инҫет — Ҫывӑх 36Ансат — Кӑткӑс 36Сахал — Нумай 32Пӗр — Терлӗ 30Пӗр япаласӑр тепӗр япала пулни — Пӗр япаласӑр тепӗр япала пулманни 27Пӗри — Тепри 26Кирлӗ — Кирлӗ мар 20Пӗр — Пӗтӗм 20Пӗр япалапа тепӗр япала килӗшсе тӑни — Пӗр ялалапа тепӗр япала килӗшсе тӑманни 14Анаталла — Тӑвалла

246Самана 246Патша тапхӑрӗ — Совет тапхӑрӗ